Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӑршу (юханшыв)

ЙӑршуМӑн Ҫавал юппи, Шупашкар район ҫӗрӗпе юхать. Юханшыв Атайкасси патӗнче пуҫланать.

Юханшыв тӑршшӗ 42,3 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 255 ҫх2. Пӗлӗмӗшле илсен ытларах юр шывӗпе тулать. Чылай вырӑнта ӑна пӗвелесе лартнӑ.

Ӗлӗк юханшыв ҫинче чылай шыв арманӗ ӗҫленӗ — ваттисем асаилнӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 20 яхӑн пулнӑ.

Авалхи карттӑсенче «Ирекша», «Ырекшу» ятсемпе палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна «ирӗк шу» пек ӑнланма пулать. Ҫавӑн пекех йӗрӗхпе ҫыхӑнтарни те, «йӗр» сӑмахпа ӑнлантарни те тӗл пулать.

Юпписем

Йӑршу юпписем пысӑках мар, ҫавна май чылайӑшӗн ячӗ те ҫук.

Пысӑкраххисем:

  • Пленер. Лапсар ҫывӑхӗнче пуҫланать, «Юрма» (малтанхи «Лапсарский») чӑх-чӗп хапрӑкӗ хыҫӑпе юхса иртсе Йӑршӑва юхса кӗрет.

Ялсем

Юханшыв хӗрринерех ҫак ялсем вырнаҫнӑ:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-18 14:22:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4703 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем